Темиҫе кун каялла, раштавӑн 30-мӗшӗнче, «Чӑваш бройлерӗ» акционерсен уҫӑ обществин директорсен канашӗн ларӑвӗ иртнӗ.
Унта предприяти малашне епле ӗҫлессине сӳтсе явнӑ.
Предприятири лару-тӑрӑва Чӑваш Ен Элтеперӗ эрнесерен ирттерекен канашлура та (вӑл раштавӑн 28-мӗшӗнче иртнӗ) сӳтсе явнӑ. Обществӑра кайӑк-кӗшӗк апачӗ пӗр уйӑхлӑха, ветеринари препарачӗсем 2–3 эрнелӗхе кӑна ҫитеҫҫӗ-мӗн тата предприятин ҫутӑшӑн тата налук тӳлессипе парӑмсем те пуррине палӑртаҫҫӗ.
Кайӑк-кӗшӗк хапрӑкӗн акцийӗсен 49 проценчӗ республика аллинче пулнине кура Чӑваш Ен влаҫӗсен лару-тӑрӑва ҫирӗп асӑрхаса-сӑнаса тӑмалла. Ку шухӑша Михаил Игнатьев Элтепер правительство пайташӗсемпе ирттернӗ канашлура палӑртса хӑварнӑ.
Шупашкар районӗнчи ашшӗ-амӑшӗсӗр юлнӑ ачасем Ҫӗнӗ ҫула ҫӗнӗ хваттерте кӗтсе илӗҫ. Тӗрӗсрех, хваттер уҫҫипе.
Кӳкеҫри Совет урамри нумай хваттерлӗ ҫӗнӗ ҫуртра кил ӑшшине тупӗҫ вӗсем. Ахаль туянакансемпе танлаштарсан, социаллӑ программӑпа паракан хваттерсене пурӑнма хатӗрлесе ҫитернӗ: урайне сарнӑ, стенисемпе маччисене те йӗркене кӗртнӗ. Хваттерте шыв, газ тата ҫутӑ счетчикӗсем, газ плити вырнаҫтарнӑ. Хваттерлӗ пулнисен халӗ сӗтел-пукан, кил-тӗрӗшре кирлӗ ытти хатӗр-хӗтӗр туянса лартасси тата ҫӗнӗ ҫӗре пурӑнма куҫасси кӑна юлать.
Хваттер уҫҫине Шупашкар район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ — градостроительство пайӗн пуҫлӑхӗ Алексей Елимов тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх пайӗн пуҫлӑхӗ Геннадий Ефимов тыттарнӑ.
Сӑнсем (6)
Раштав уйӑхӗн 28-мӗшӗнче М-7 федераци ҫулӗ ҫинче шкул ачине таптаса кайнӑ. Водитель светофор симӗс тӗслӗ ҫутатнӑ чухне каҫнӑ, анчах ӑна фура водителӗ асӑрхаман.
12-ри ача 7-мӗш класра вӗренет. Вӑл виҫҫӗмӗш урок хыҫҫӑн лимонад илме тухнӑ. Фура ҫапса кайнӑ хыҫҫӑн вӑл темӗнле асамлӑ майпа чӗрӗ юлнӑ. Ӑна, йывӑр суранланнӑскере, пульницӑна илсе ҫитернӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ача урине ҫухатнӑ.
Ку Кӳкеҫри 1-мӗш шкул ҫывӑхӗнче пулнӑ. Ача ҫул урлӑ каҫнӑ чухне шуса ӳкнӗ. Ҫав вӑхӑтра ун ҫине фура кӗрсе кайнӑ.
Фура водителӗ — 48 ҫулта. Вӑл ҫул-йӗр правилине пӑснӑ, хӗрлӗ ҫутӑ пулнӑ чухне чарӑнман.
2015 ҫул Раҫҫейре Литература ҫулталӑкӗ, Чӑвашра Константин Иванов ҫулталӑкӗ пулнӑ май самай кӑсӑклӑ иртрӗ тесен пӗрре те йӑнӑшмӑпӑр. Иртсе каякан ҫулти пулӑмсене тепӗр хут аса илес, ҫулталӑкри хӑйне тивӗҫлӗ е тивӗҫсӗр кӑтартнӑ ҫынна палӑртас тӗлӗшпе Чӑваш халӑх сайчӗ «2015 ҫулталӑк ҫынни» ыйтӑм йӗркелет.
Сасӑлав 2016 ҫулхи кӑрлачӑн 14-мӗшӗччен тӑсӑлӗ. Сасӑланӑ чухне эсир харӑсах ыйтӑмри темиҫе ҫынна та палӑртма пултаратӑр. Хыпарти йыша алфавит тӑрӑх йӗркеленӗ, ыйтӑмра вара кашни пункта скрипт хӑй пӗлнӗ пек вырнаҫтарать.
► Арланов Михаил Махайлович — «Хыпар» издательство ҫурчӗн тӗп директорӗн вырӑнне йышӑнма пултарнӑшӑн («Хыпарта» 15 ҫул ӗҫленӗ хыҫҫӑн);
► Блинов Александр Васильевич — «Хавал» ҫуллахи лагере ирттернӗшӗн, «Аслӑ тытӑҫу» ӑмӑртӑва йӗркеленӗшӗн;
► Василий атте — Шупашкар хулине ҫамрӑклатма тӑрӑшнӑшӑн;
► Ерагин Евгений Евстафьевич — таврапӗлӳҫӗсене ертсе пырса ҫулталӑк хушшинче сахал мар мероприяти ирттернӗшӗн;
► Игнатьев Михаил Васильевич — кӑҫалхи суйлавра ҫӗнтерме пултарнӑшӑн;
► Николаев Олег Алексеевич — суйлавра иккӗмӗш вырӑна тухса халӑхӑн пӗр пайӗн шанчӑкӗ пулса тӑнӑшӑн;
► Станьял Виталий Петрович — Чӑваш наци конгресӗнче ӑнлану тупман хыҫҫӑн Тӗп ваттисен канашне йӗркелесе ӑна ӑнӑҫлӑ ертсе пынишӗн;
► Сорокин Сергей Лазаревич — Бахмисов Эдуард Константинович ертсе пынипе Шупашкар районӗнчи Станьял ялӗнче этнопарк евӗр вырӑн хатӗрлесе чӑваш культурипе ҫыхӑннӑ чылай мероприятисем ирттернӗшӗн, ҫак ял тӑрӑхӗн ятне республика шайӗнче хӑпартнӑшӑн;
► Степанов Дмитрий Сергеевич — «Ирӗклӗх» халӑх пӗрлӗхне хутшӑнса Шупашкарта чӑваш чӗлхине хӳтӗлесе чылай ӗҫ тунӑшӑн (ытти «Ирӗклӗх» пайташӗсене те кунта асӑнмалла)
► Угаслов Николай Фёдорович — «Крым» республикинче кӑҫал чӑвашсен 3 культура автономине йӗркеленӗшӗн;
► Цыпленков Олег Михайлович — Пӗтӗм чӑвашсен «Асам» пӗрремӗш кинофестивальне йӗркелеме, «Чунҫӳрев – 2016» ирттерсе Азербайджанра Пӳлесӑвар ятлӑ хулана тупма пултарнӑшӑн;
► Яковлев Константин Геннадьевич — суйлав хыҫҫӑн культура министрӗн вырӑнне йышӑнма пултарнӑшӑн (халӗ те «вӑхӑтлӑха» ятран хӑтӑлайман пулсан та).
Ҫитес ҫул пуҫламӑшӗнче Чӑваш Ен халӑхне интереслӗ самантсем кӗтеҫҫӗ. Кун пирки йӑлтах «Чӑваш Енре канма вӑхӑт» Ҫӗнӗ ҫул порталӗнче пӗлме пулать.
Кӑрлач уйӑхӗнче каникул вӑхӑтӗнче республикӑра пурӑнакансем тата хӑнасем районсемпе, хуласемпе паллашма пултарӗҫ. «Пӗр район юмахӗ» ҫулҫӳрев Ҫӗнӗ Шупашкарта, Сӗнтӗрвӑрри районӗнче, Ҫӗрпӳ, Шупашкар, Етӗрне районӗсенче пулӗ.
Пӗрне е пур района та ҫитсе курма май пулӗ. Ун хыҫҫӑн кашнине флаер-маршрут ҫине пичет лартса парӗҫ. 5 района, Ҫӗнӗ ҫул академине ҫитсе пур пичете те пухакана 2016 ҫулта Лакрей вӑрманне тата «Шупашкар-Арена» пӑр керменне ҫулталӑкӗпех тӳлевсӗр ҫӳремелли абонемент парӗҫ.
Кӑрлачӑн 3-мӗшӗнче Сӗнтӗрвӑрри районне ҫитӗҫ. Тепӗр кунхине вара Етӗрне районӗнче пулӗҫ. Кӑрлач уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Шупашкар районне ҫула тухӗҫ. Тепӗр кунхине хӑнасене Ҫӗнӗ Шупашкар кӗтсе илӗ. Ҫиччӗмӗш кунхине Ҫӗрпӳ районӗнчи Тихвин мӑнастирӗнче кӗлӗ иртӗ.
Шупашкар районӗнчи Янӑшри Культура ҫурчӗн пултарулӑх коллективӗ асӑннӑ районти Хачӑкра концертпа пулнӑ. Унччен маларах, сӑмах май, вӗсем Муркаш районӗнчи Шетмӗпуҫне ҫитсе килнӗ.
Хачӑкри концерт икӗ сехете яхӑн тӑсӑлнӑ. Унтисене «Янӑш» фольклор ушкӑнӗ, ташӑ ушкӑнӗ, Светлана Ефимова, Альбина Александрова, Алена Ефимова солистсем, Альбина Александрова тата Нонна Грачева хуткупӑсҫӑсем савӑнтарнӑ. «Кин кӗртесси ҫӑмӑл мар» сценкӑна лартнӑ Людмила Сталькова, Альбина Белова, Людмила Иванова та ҫынсене хавас кӑмӑл парнеленӗ.
Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх академийӗнче пӗр уйӑхра ректор тивӗҫне пурнӑҫлакана виҫӗ хутчен ылмаштарнӑ. Хальхинче ҫак должноҫе вӑхӑтлӑх пурнӑҫлама Андрей Макушева лартнӑ. Вӑл ҫын Шупашкар районӗнче вырнаҫнӑ «Приволжское» (чӑв. Атӑлҫум) вӗренӳ хуҫалӑхӗнче пуҫлӑхра ӗҫлетчӗ. Пуҫлӑх пуканне ӑна учхоза унччен ертсе пынӑ Георгий Егоров Шупашкар район администрацине ертсе пыма тытӑннӑ хыҫҫӑн шанса пачӗҫ.
«Приволжское» акционерсен уҫӑ обществи (паян унӑн харпӑрлӑх форми ҫавнашкал-мӗн. Хӑй вӑхӑтӗнче вӑл федерацин унитарлӑ предприятийӗ шутланатчӗ) — Ял хуҫалӑх академийӗн вӗренӳ хуҫалӑхӗ. Вӗренӳ заведенийӗнче ректор тивӗҫне пурнӑҫлакана иртнӗ уйӑхӑн 23-мӗшӗнчен тытӑнса виҫӗ хутчен ылмаштарнӑ.
Аса илтеретпӗр, ректор тивӗҫне пурнӑҫлама уйӑх каярах Александр Акимова лартнӑ, темиҫе кун каялла — Илья Царевскине.
Шупашкар районӗнчи Вӑрман-Ҫӗктер ял тӑрӑхӗнчи Ҫӳлтикассинчи пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкул 165 ҫул тултарнине паллӑ тунӑ. Вӑл республикӑри чи аслӑ шкулсенчен пӗри.
Шкулӑн илемлетнӗ акт залне, ачасемпе вӗрентекенсем, амӑшӗсемпе шкулта вӗреннӗ аслисем тата хӑнасем туллиех пухӑннӑ. Сумлӑ хӑнасен йышӗнче республикӑн таврапӗлӳ пӗрлӗхӗн ертӳҫи Сергей Сорокин, Шупашкар район администрацийӗн вӗрентӳ пайӗн пуҫлӑхӗ Борис Романов, Салапакайкассинчи тата Вӑрман-Ҫӗктерти шкулсенчен килнӗ пуҫлӑхсем, Пачӑшкӑ та пулнӑ уявра. Ку вӑл — Ҫӳлтикассинчи Владимир чиркӗвӗн настоятелӗ Феодосий.
Хыркассинчи «Тивлет», Ҫӳлтикассинчи «Калинушка» ачасен пултарулӑх ушкӑнӗсем те, вырӑнти шкул ачисем хӑйсен пултарулӑхне кӑтартнӑ.
Сӑнсем (9)
Шупашкар районӗнче ӗнер Литература ҫулталӑкне тата К. Иванов ҫулталӑкне савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура хупнӑ.
Иртсе каякан ҫулталӑка тивӗҫлипе ирттерме тӑрӑшнишӗн районти Культура ҫурчӗ, «Бичурин тата хальхи самана» музей, районти тӗп вулавӑш дипломсене тивӗҫнӗ.
Районти вулавӑшсенче, чӑн та, тӗрлӗ мероприяти иртет. Вӗсенчен пӗри — ҫулталӑкри чи вулакан кӗнекене суйлани. Кӑҫал Улькка Эльменӗн «Упраймарӑм сана» кӗнеки пуринчен ытла сасӑ пухнӑ. Кӗнеке авторӗ (сӑмах май, вӑл хаҫатҫӑ) Шупашкар район ҫыннисемпе тӗл пулассишӗнех ӗнер уява пырса ҫитнӗ. Хӑйӗн пултарулӑхне пысӑка хурса хакланӑшӑн, кӗнекене юратса вуланӑшӑн Улькка Эльменӗ Шупашкар район ҫыннисене чунтан тав тунӑ.
Сӑнсем (16)
Паян «Чӑваш Республикин чи лайӑх патшалӑх служащийӗ» тата «Чӑваш Республикин чи лайӑх муниципалитет служащийӗ» конкурссене пӗтӗмлетнӗ.
Чи лайӑх муниципалитет служащийӗ — Шупашкар районӗнчи Янӑш ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Ольга Смирнова. Ку должноҫре Ольга Геннадьевна чылай ҫул ӗҫлет.
Иккӗмӗш вырӑна Елчӗк район администрацийӗн ӗҫсен управляющийӗ Евгения Михайлова тухнӑ, виҫҫӗмӗшӗнче — управляющий делами Канаш район администрацийӗн тӗп специалисчӗ-эксперчӗ Елена Леонтьева.
Патшалӑхӑн чи лайӑх служащийӗ — ЧР Финанс министерствин оргпайӗн тӗп специалисчӗ Александра Соболева. Иккӗмӗш вырӑна ЧР Пурлӑх тата ҫӗр хутшӑнӑвӗсен патшалӑх комитечӗн пайӗн пуҫлӑхӗ Анастасия Волкова ҫӗнсе илнӗ, виҫҫӗмӗшӗнче — Вӗренӳ министерствин пай пуҫлӑхӗ Светлана Сырмолотова тата Экономика аталанӑвӗн министерствин пай пуҫлӑхӗ Надежда Столярова.
Сӑнсем (38)
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |